Республикӑра асар-писер ҫанталӑка пула 8 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӗнер 42 ял-салара электричество сӳннӗ. Хӑш-пӗр ялта пӗр пайӗ кӑна ҫутӑсӑр юлнӑ.
Инеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 9 района пырса тивнӗ: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсем. Ӗнер каҫхине электричествӑна 35 бригада юсанӑ.
Паянхи кун тӗлне 90 ял ҫутӑсар юлнӑ. Вӗсенче 26 пин ҫын пурӑнать.
Синоптиксем ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине пӗлтернӗ. Паян кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш композиторӗн, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Юрий Кудаковӑн юбилей концерчӗ иртнӗ. Хитререн те хитре чӑваш юррисене юратакансем, композиторӑн пултарулӑхне хаклакансем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Тӑван халӑха юратса юрӑсем эпӗ хыврӑм» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ. Ансамбль хорӗ концерта темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ. Репетицисене Юрий Дмитриевич хӑй те пырса ҫӳренӗ.
Юрий Кудаков 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Кайран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ӗҫленӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче пӗр тӑлӑха пурӑнма май ҫук хваттер панӑ. Хӗрӗн аллине хваттер уҫҫи пур-мӗн те, анчах унта тӗпленсе пурӑнма май ҫук.
Шар курнӑ хӗр пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин ирттерекен йышӑну кунне кайсан евитленӗ.
Ҫӗмӗрле район администрацине (халӗ — Ҫӗмӗрлери муниципалитет округне) ертсе пыракан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерме уйӑрса панӑ укҫапа усӑ курас тӗллевпе 2019 ҫулхи чӳк — 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пӗр организаципе хваттер туянни ҫинчен килӗшӳ тунӑ, акт алӑ пуснӑ, хӑй вара хваттере кайса та пӑхман.
Хӗр паян кун та вӑл хваттере куҫайман, мӗншӗн тесен унта пурӑнма май ҫук.
Амӑшӗсен кунӗ умӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ амӑшӗсене саламланӑ, нагарадӑсем панӑ.
РФ Президенчӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Ҫӗмӗрлери Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Элӗк районӗнчи Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Геннадипе Вера Яковлевсем тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин «Анне» паллине Шупашкарти Ирина Васильевӑпа Наталья Шилова, Ҫӗмӗрлери Марина Ветликова, Элӗк районӗнчи Полина Ефремова, Красноармейски районӗнчи Вера Владимирова, Вӑрмар районӗнечи Елена Павлова, Ҫӗмӗрле районӗнчи Зоя Харитонова, Шупашкар районӗнчи Мария Изванова илнӗ.
Ҫӗмӗрлере медицина тытӑмӗнче ӗҫлекен арҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ку кӑна мар-ха. Вӗсене укҫа куҫарса парсан лешсем унран кулса смс-ҫыру янӑ.
Арҫын ултавҫӑсене самаях пысӑк укҫа куҫарса панӑ: 3 миллион тенкӗ. Укҫи хӑйӗн те пулман, ӑна кредит илнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 26 ҫулти ҫак арҫын полицие ӗнер пынӑ. Вӑл палламан ҫынпа телефонпа юпан 27-мӗшӗнченпе калаҫнӑ. Хайхискер Ҫӗмӗрле арҫыннине ун ячӗпе такам кредит илнине ӗнентернӗ. Ӑна пӑрахӑҫлас тесе хайхискере кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ.
Юлашкинчен ун патне кулса-тӑрӑхласа ҫырнӑ смс-ҫыру килнӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх организацийӗсенче, пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче кӑҫал 1,005 млн тонна тыр-пул, пӑрҫа йышши культура пухса кӗртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкалли 1992 ҫултанпа пулман.
Ҫав ҫулпа танлаштарсан, кӑҫал 1 пин тонна ытларах туса илнӗ. Хальлӗхе йӑлтах пухса кӗртмен-ха, уй-хирте 0,7 процент юлнӑ.
Малта пыракан районсен йышӗнче – Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ районӗсем. Япӑхрах ӗҫлекенсем вара – Ҫӗмӗрле районӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗмӗрле районӗнчи ҫӑлав станцине Сӑр юханшывӗнче икӗ ҫын ҫухални пирки пӗлтернӗ. Арҫынсем резин кимӗпе юханшыв урлӑ Чулхула еннелле каҫма тӑнӑ та куҫран ҫухалнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ҫав вырӑналла тухнӑ. Анчах ун чухне тӗттӗмленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе тата кӑткӑслатнӑ.
Ҫурҫӗр ҫитеспе ҫухалнӑ арҫынсене шыраса тупнӑ. Юрать-ха, вӗсемпе йӗркеллех, сывлӑхӗсем лайӑхах.
Ҫӗмӗрле районӗнче хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Ӑна Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 14 сехет те 45 минутра ҫӑлав службине хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл телевышка патӗнче аташса кайнине каланӑ.
Хӗрарӑма часах тупнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӑлавҫӑсем вӑрманта ҫухалнӑ кӑмпаҫӑсене виҫӗ хутчен шырама кайнӑ.
Кӑнтӑрла хыҫҫӑн Петропавловск ялӗ патӗнче 3 ҫын ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӗсене вӑрмантан илсе тухнӑ ҫеҫ - тепӗр ҫынсем ҫухални пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Кун ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмен. "Мичуринец-3" сад юлташлӑхӗ патӗнче тепӗр 3 кӑмпаҫӑ ҫухалнӑ. Вӗсене те шырама тивнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 19 сехет ҫурӑра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул ҫинче икӗ ҫынна ҫапса хӑварнӑ. Пӗри вилмеллех аманнӑ. Вӑл — 11 ҫулти хӗрача.
Водитель вырӑнтан тарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна шырама пуҫланӑ. Ку инкек пирки мӗн те пулин пӗлекенсене @antidiler21bot бота пӗлтерме ыйтнӑ.
Паян «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем авари Вӑрманкас ялӗ патӗнче пулнине, водителе тытса чарнине пӗлтернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫав 64 ҫулти арҫын руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ, вилнӗ хӗрачан 1 ҫулти шӑллӗ кӳмере ларнӑ, вӑл халӗ пульницӑра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |